Юлашки вӑхӑтра пирӗн республикӑри районсемпе хуласен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене палӑртмалли конкурссем иртрӗҫ.
Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене ҫӗнӗ ҫынсем килсе тулман. Тилхепене унчченхисем тытса пырӗҫ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Пӑрачкав тата Йӗпреҫ районӗсенче, Канаш хулинче суйланӑ. Пӑрачкав райадминистрацине Евгений Лебедев ертсе пырӗ, Йӗпреҫ райадминистрацине – Игорь Семенов, Канаш хулине – Виталий Михайлов.
Кунсӑр пуҫне юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Элӗк районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма Александр Куликова, Ҫӗмӗрле районӗнче Лев Рафинова ҫирӗплетнӗ; чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗн тилхепине Алексей Ладыкова тыттарнӑччӗ, Комсомольски райадминистраци пуҫлӑхӗн пуканне Александр Осипов йышӑннӑ, Елчӗк районӗнче – Леонард Левый, Канаш районӗнче – Владимир Степанов, Муркаш районӗнче — Ростислав Тимофеев.
Ӗнер Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова халӑха йышӑннӑ. Ун патне пынисем тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ.
Сӑмахран, ӗҫлеме пӑрахнӑ предприятисен: Шупашкарти промышленность валли япаласем шӑратса тӑвакан савутӑн тата Шупашкарти агрегат савучӗн докуменчӗсен архива парас ыйтупа та министр патне пыракансем пулнӑ.
Канаш районӗнчи Малти Ӑнтавӑш ялӗнче пурӑнакансем вара ялта Культура ҫурчӗ сывлӑш пекех кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Учреждение тӑвас ыйтупа ялти хастар Правительство ҫуртне, культура министрӗ патне ҫул тытнӑ. Министр яваплисене ыйтӑва тишкерме сӗннӗ.
Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Чулкӑмака ялӗнче инкек пулнӑ. Унта пӗр пӳртре икӗ ҫыннӑн виллине тупнӑ. Халӗ Следстви комитечӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.
Инкекре 81 ҫулти арҫын тата унӑн 83-ри арӑмӗ вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, мӑшӑр сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. Сӗрӗм газ хатӗр-хӗтӗрӗпе тӗрӗс мар усӑ курнӑшӑн тухма пултарнӑ. Ҫапах следовательсем тӗрлӗ версие тишкереҫҫӗ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче экспертиза тӑвӗҫ. Хальлехе ҫакӑ паллӑ: карчӑкпа старик вилӗмӗ криминалпа ҫыхӑнман.
Канаш районӗнче водитель тӗттӗмре ӗнесем ҫине пырса тӑрӑннӑ. Ҫав вырӑнта выльӑх каҫма пултарнине кӑтартакан паллӑ та пулман. Водитель фермера куншӑн явап тыттарнӑ.
Кун хыҫҫӑн машинӑна юсама 144 пин тенкӗ кирлӗ пулнӑ. Кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен хур кӑтартнӑшӑн – 5 пин тенкӗ. Анчах суд фермер кӑна мар, водитель те айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Фермера 46 пин тенкӗ тӳлеттернӗ.
Фермер ҫапса хӑварнӑ ӗнесемшӗн суда тавӑҫ тӑратнӑ-и е ҫук-и – паллӑ мар.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Правительствинче «Мускав — Чулхула — Хусан» автоҫула тӑвас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
«М-12» ҫул пирӗн республикӑри Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш, Тӑвай районӗсем урлӑ иртмелле. Пирӗн регионта унӑн тӑршшӗ 98 ҫухрӑмпа танлашӗ. Ҫула 2024 ҫулхи ҫур-кунне туса пӗтерме ӗмӗтленеҫҫӗ.
Ҫул-йӗр тӑвас ыйтупа яваплисем ӗҫе кӳлӗннӗ ӗнтӗ. Ятарлӑ дирекци йӗркеленӗ. Халӗ территорие планлас енӗпе кирлӗ хутсене хатӗрлеҫҫӗ.
Машинӑсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳремеллискер «Европа — Хӗвеланӑҫ Китай» ҫулӑн пӗр пайӗ пулӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Сергей Муравьев Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнчи кӗпер патне ҫитсе курнӑ. Сӑмах май, унта ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пулнӑ, кӗпер ҫывӑхӗнчи территорие хӑтлӑлатма хушнӑ. Унтанпа темех улшӑнман иккен.
«Кӗпер авариллӗ лару-тӑрура. Ӑна карта тытса ҫавӑрман, ҫавӑнпа унта кирек кам та лекме пултарать. Ҫӳлте ҫынсем ҫемйипех утса ҫӳреҫҫӗ. Хӑйсемшӗн мар пулсан ачисемшӗн хӑть шутлаччӑр», - ҫырнӑ депутат хӑйӗн страницинче.
«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партире тӑракан Муравьев кӗпер патне щитсем лартма, территорие хӑтлӑлатма сӗннӗ. Унӑн шухӑшӗпе, унта ирӗклӗн кӗрсе ҫӳреме чармалла.
Аса илтерер: авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Мӑкӑр кӗперӗ ҫинчен фотограф ӳксе вилнӗ. Вӑл юрӑҫсем ушкӑнне ӳкернӗ пулнӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлекен Ирина Архипова 50 ҫулхи юбилее йыхравлать. Вӑл — Чӑваш Республикин ЧР тава тивӗҫлӗ артистки. Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче 50 ҫул каялла, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, ҫут тӗнчене килнӗ.
Артистка юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑкӗсен театрӗнче Вячеслав Оринов пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ҫунат сараҫҫӗ ӗмӗтсем» спектакле йыхравлать. Вӑл 18 сехетре пуҫланӗ. Унта Ирина Архипова Октябрина сӑнарне калӑплать. «Манӑн юратнӑ кураканӑм, итлекенӗм, вулаканӑм, эсир ҫак паллӑ пулӑма манпа пӗрле ирттерессе шанатӑп», — тесе йыхравланӑ сцена ӑсти тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницисенче.
Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗн пуҫлӑхӗ Светлана Старикова 65 ҫул тултарнӑ.
Вӑл 1955 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Анаткас Кипеч ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Хусанти патшалӑх культура институтӗнчи библиотека факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл мӗн паян кунччен вулавӑшра ӗҫлесе пурӑннӑ.
Шупашкарти 4-мӗш вӑтам шкулта, Тӗп ӑслӑлӑхпа техника библиотекинче, «Промтрактор» акционерсен обществин ӑслӑлӑхпа техника библиотекинче тӑрӑшнӑ.
1997 ҫултанпа Светлана Старикова Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ: патентпа техника пайӗнче аслӑ библиограф, марктингпа инноваци пайӗн заведующийӗ, директорӑн ҫумӗ, вулавӑш директорӗ.
Куславкка хулинче республикӑри хуткупӑсҫӑсен фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. «Чувашские переливы» (чӑв. Чӑваш юрри-ҫемми) ятпа йӗркеленӗскере тӗрлӗ районпе хулара, ялпа поселокра пурӑнакан сакӑр теҫетке ытла ӑста пухӑннӑ. Вӗсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла хуткупӑспа хитре каланӑ, такмакланӑ.
Хуткупӑсҫӑсене хаклама пуҫтарӑннӑ сумлӑ тӳресем Канаш районӗнчи Энтриялӗнчи культура ҫуртӗнче ӗҫлекен Александр Никоноров пултарулӑхне уйрӑмах пысӑк хак панӑ. Фестиваль-конкурсра ҫӗнтернӗ ӑстана хуткупӑс туянма сертификат тыттарнӑ.
Тӗнче курса ҫӳреме юратакансен кӑшӑлвируса пула чӑрмав сиксе тухнӑ хыҫҫӑн хамӑр ҫӗршыври тата тӑван тӑрӑхри кӑсӑклӑ вырӑнсене шырама пуҫларӗҫ. Хитри, ытармалла марри Чӑвашра, чӑн та, пур. Вӑрманпала уй-хир, пӗве-кӳлӗ, авкаланса юхса выртакан юханшывсем, кайӑк-кӑвакал... — пурте пур. Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗ ҫывӑхӗнчи чукун ҫул кӗперӗ те туристсене илӗртет. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев та пулнӑччӗ. Вӑл кӗпере юсаса ҫӗнетмелине, ун тавралли террриторие хӑтлӑлатмаллине, ун патне пыма ҫул тумаллине палӑртнӑччӗ.
Ӗнер каҫхи 20 сехет те 50 минутра ҫав вырӑнта инкек пулнӑ. Шупашкартан кайнӑ фотограф, 27 ҫамрӑк, кӗпер ҫинчен персе аннӑ. Вӑл вырӑнтах вилсе кайнӑ. Унта РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем ҫитнӗ, тӗпчев пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.